Президент елкине – 45 ача
Йăлана кĕнĕ тăрăх районти тăрăшуллă, маттур, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан шкул ачисем кăçал та Чăваш Республикин Президент елкинче пулса курчĕç. Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа тата ытти ялсенчен пурĕ 45 ача хутшăнчĕ асăннă елкăна. Юмахри паттăрсем - ырă фея, автан, мулкач, тилĕ тата ытти те - вĕсене савăнăç тата хаваслăх, çĕкленỹллĕ туйăм парнелерĕç. Телейлĕ ачасене парнесемпе хавхалантарчĕç.
"Елчĕк Ен"