Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Иисус Христоспа пĕр кунта.

     Çĕнĕ 2005 çулта, Раштав кунĕнче, тĕп больницăра пуçласа хĕр çуралнă. Аслă Шăхаль ялĕнчи Юрий Степановичпа Ирина Николаевна Смолинсен тăваттăмĕш ачи. Иисус Христос Туррăмăрпа пĕр кунта тĕнчене килнĕ хĕр пĕрчине Мария ят панă. 4 килограмм та 266 грамм виçепе çуралнăскер, хăйне питĕ аван туять. Кăрлачăн 10-мĕшĕнче кун çути курнă тепĕр пепке - ывăл ача.

     Кĕтнĕ тĕпренчĕксен телейĕсем тата сывлăхĕсем пулччăр.



"Елчĕк Ен"
13 января 2005
00:00
Поделиться