Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Була» каллех чи илемли.

     Çуртсене, урамсене, площадьсене тата елкăсене художествăпа архитектура тĕлĕшĕнчен илемлетес тата Çĕнĕ 2005 çула тивĕçлипе кĕтсе илес тĕллевпе "Çĕнĕ çулхи чи лайăх илемлетỹ" районти конкурс пирки "Елчĕк ен" хаçатра çырнăччĕ. Чăн та, районти чылай предприятипе организаци конкурса хапăл тусах хутшăнчĕç. Ятарлă комисси çак кунсенче конкурс материалĕсене пăхса тухрĕ, чи тăрăшуллисене парнесемпе хавхалантарчĕ. Район шайĕнче 1-мĕш вырăна А.Обручков предприниматель тухма пултарчĕ. "Була" кафе - чи капăррисен шутĕнче. Хуçине комисси членĕсем хаклă йышши картинăпа хавхалантарчĕç. Г.Черновăн "Мускат" тата "Автозапчасти" лавккисем, "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ОАО илемлĕх тата хитрелĕх тĕлĕшпе иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. "Тефаль" чейнике тивĕçрĕç вĕсем. Патăрьелĕнчи ЭТУСăн Елчĕкри линипе техника цехĕ, юсавпа техника предприятийĕ тата райпо Совечĕ виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Вĕсене фотоаппаратсемпе чысларĕç.

     Ялсенче те Çĕнĕ çул умĕн чылайăшĕ хăйсен çурчĕсене, лавккисене, киоскĕсене, урамĕсене эрешлерĕ. Н.Головина Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи чи илемлĕ лавккашăн - пĕрремĕш, Тăрăмри Н.Трофимова - иккĕмĕщ, Хăвăлçырмари В.Елизарова виççĕмĕш вырăнсем пачĕç, хаклă тата асра юлмалли парнесемпе чысларĕç.



"Елчĕк Ен"
13 января 2005
00:00
Поделиться