Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юр кĕлеткисен тĕнчи

     Ас тăватăр пулсан, 2004 çула кĕтсе илес умĕн, пĕр статьяра шкул ачисене ача сачĕсенчи шăпăрлансем вали юр кĕлеткисем ăсталаса пама сĕннĕччĕ. Çакă пурнăçа кĕрет пулмалла. Елчĕкри, Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен территорийĕсенче çак кунсенче чăн-чăн юмах тĕнчи ỹссе ларчĕ. Юр кĕлеткисем пĕринчен тепри капăрлăхĕпе илĕртеççĕ. Юнашарти ача сачĕсен маттурĕсемшĕн кунта чăннипех те лайăх эскурси пулмалла. Тĕп лапамра культура ĕçченĕсем тăрăшнипе çĕкленекен юр кĕлеткисем вара пĕтĕм район халăхне курса савăнма тивĕçлĕ.



"Елчĕк Ен"
22 декабря 2004
00:00
Поделиться