Призыв ăнăçлă пырать
Уяв кунĕсем çывхарнине пăхмасăр районти çар комиссариатĕнче хĕрỹ ĕç пырать. Чи малтанах çакă, паллах, призывпа çыхăннă. Кĕрхи призывра районтан пурĕ 63 çамрăка çара илмелле пулсан, паянхи кун тĕлне 61 яш салтак атти тăхăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Паян вара тепĕр икĕ каччă - Тĕмертен Юрий Козловпа Демид Давыдов çар службине тухса кайрĕç. Çулталăк вĕçлениччен салтака каймалли ачасем татах та пуррине шута илсен, çар комиссариачĕ кĕрхи призывра ăнăçлă ĕçленĕ теме пулать. Çакă çамрăк çынсен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕ тĕлĕшĕпе яваплăхĕ ỹснине пĕлтерсен тем пекех те.
"Елчĕк Ен"