Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçсене пĕтĕмлетме вăхăт

     Çак кунсенче район администрацийĕн çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин 2004 çулхи юлашки ларăвĕ иртнĕ. Елчĕкри тĕп больница çул çитменнисем киревсĕр йăласемпе иртĕхессине хирĕç туса ирттернĕ ĕçсене тишкернипе пĕрлех преступлении çулĕ çинее тăнă ачасен ячĕпе çырнă 9 протокола пăхса тухнă. Тĕп ыйтусенчен тепри - комиссин 2005 çулхи ĕç плане çирĕплетни пулнă.



"Елчĕк Ен"
22 декабря 2004
00:00
Поделиться