Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕп тивĕç - ĕçлекенсен прависене хỹтĕлесси.

     Культура работникĕсен профсоюз Елчĕк райкомĕн XIV отчетпа суйлав конференцийĕ организацишĕн паллă тапхăрта - ăна туса хунăранпа 50 çул çитнĕ вăхăтра иртнĕ. Конференцире организацин 2000-2004 çулсенчи ĕçĕ-хĕлне сỹтса явнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Унта профсоюз райкомăн председателĕ Н.А.Алексеев отчет туса панă. Профсоюзăн районти комитечĕ пуçламăш 4 организацие пĕрлештерет, клуб, библиотека, издательство çурчĕн, музыка шкулĕн работникĕсене. Районти организацире профсоюзăн 184 членĕ шутланса тăрать. Ĕçлекенсен 95 проценчĕ халĕ профсоюз членĕнче тарать. Клуб работникĕсем хушшинче совместительство йĕркипе ĕçлекенсем чылай, вĕсем тĕп ĕç вырăнĕнче профсоюз членĕнче тăраççĕ. Отчетлă тапхăрта профсоюз ĕçĕ-хĕлĕнче, район пурнăçĕнче пысăк улшăнусем чылай пулса иртнĕ. Кăçал районта Республика кунĕ иртнĕ май культура работникĕсем, полиграфистсемпе журналистсем район центрне, уяв иртекен ытти ялсене тирпей-илем кĕртме, концерт программисем хатĕрлеме, уява ирттерме активлă хутшăннă. Хăйсен ĕçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансем чылай. Вĕсем халăх канăвне йĕркелес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Г.Борисова, Г.Московскаяна, Б.Пятакова, Л.Зайцевăна, Н.Захаровăна, В.Вастуловăна тата ыттисене ырăпа асăнма пулать.

     Унчченхи саманара профсоюз членĕсен ĕçĕпе кану условийĕсене лайăхлатасси тĕп вырăнта тăнă. Халĕ вара вĕсен прависене хỹтĕлесси мала тухать. Отчетлă тапхăрта профсоюз членĕсен прависене хĕсме хăтланнин темиçе тĕслĕхне тупса палăртнă. Анчах профсоюз райкомĕ, культура работникĕсен профсоюз рескомĕ пулăшнипе, работниксен ĕç прависене пăснине хỹтелесе хăварнă. Саккунпа килĕшỹллĕн ĕç коллективĕпе ĕç паракан пĕр-пĕринпе коллективла килĕшỹ тумалла. Анчах вĕсене йышăнасси пысăк йывăрлăхпа пурнăçланнă.

     Ревизи комиссийĕн отчетне А.Сергеева туса пачĕ. Доклада сỹтсе явма Елчĕкри издательство çуртĕнчи, библиотека, клуб работникĕсен профсоюз комитечĕсен председателĕсем А.Карлин, Л.Зайцева, В.Вастулова, музыка шкулĕн директорĕ А.Питеркина, реском председателĕ Ф.Павлов, район администрацииĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă.

     Профсоюз конференцийĕ ертсе пыракан çĕнĕ органсене - профсоюз райкомĕн тата ревизи комиссийĕн составĕсене, райком председателĕ пулма издательство çуртĕнчи "Елчĕк ен" хаçатăн яваплă секретарьне А.Карлина, ревкомисси председательне çак организацирех бухгалтерта ĕçлекен А.Сергеевăна, çавăн пекех профсоюзăн республикăри организацийĕн конференцине кайма А.Карлина, Л.Зайцевана делегата суйланă.



"Елчĕк Ен"
18 декабря 2004
00:00
Поделиться