Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паллă спортсмен - тĕл пулура.

     Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем 1973 çулта Исемпелте çуралса ỹснĕ, 1999 çулта çапăçури самбо енĕпе Еврази чемпионĕ, 1998 çулта правилăсăр пыракан çапăçусен енĕпе Ази чемпионĕ, 1999, 2000 çулсенче çак енĕпех тĕнче чемпионĕ пулнă, тĕнче чемпионатĕнче суперçапăçу тата ытти нумай-нумай ăмăртусенче çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ Олег Захаровпа тĕл пулчĕç. Кĕскен çеç асăнса хăварар. Олег Ананьевич çапăçури самбо тата алă вĕççĕн çапăçассипе, джиу-джитсу енĕпе спорт мастерĕ ята илнĕ. Пилĕк хутчен (1998-2002 çулсенче) алă вĕççĕн çапăçса Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин чемпионачĕсенче çĕнтернĕ. 2001 çулта Раççей сборнăй командин йышĕнче каратэ-до енĕпе Европа чемпионĕ пулнă. 2003 çулта çапăçури самбо мелĕпе кĕрешсе Раççей кубокне çĕнсе илме пултарнă.

     Тĕл пулăва О.Захаров парнесĕр килмен - шкула чаплă йышши волейбол мечĕкĕ парнелерĕ. Ачасем видео урлă Олегăн ирттернĕ кĕрешу саманчĕсемпе кăсăклансах паллашрĕç, паллă спортсмен асра юлна ăмăртусене аса илсе каласа панине тимлĕн итлерĕç. Олег Ананьевич пурĕ 45 медаль çĕнсе илнĕ, унăн грамотăсемпе тав çырăвĕсем чылай. Çав медальсене мăйран çакнă хаклă хăнапа юнашар тăрса сăн ỹкерттерни вĕренекенсемшĕ чи телейлĕ самант пулчĕ.

     - Малашне çакăн евĕр медальсене, тен, хăвăрăн та илме тỹр килĕ, - терĕç вĕрентекенсем шăпăрлансене. Шкул директорĕ В.Плотников сумлă спортсмена парнешĕн, тĕл пулăва килме кăмăл тунишĕн чĕререн тав турĕ. Çавăн пекех Олегăн класс руководителĕ пулнă Г.Деомидова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Л.Бакина "хăйсен ывăлĕ" пирки ăшă та ырă сăмахсем каларĕç, ĕçчен те тăрăшуллă пулнине, спорта çамрăкран юратнине асăнчĕç. Ачасем вĕсен сăмахĕсенчен футболла тата хоккейла выляссипе, йĕлтĕрпе чупассипе, кире пуканĕ йăтассипе О.Захаров шкул чысне пĕрре мар хỹтĕленине пĕлчĕç.

     Салтак ретне тарсан та Олег кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ ăмăртура пурне те тĕлĕнтернĕ. Ытти салтаксем ăна 30-40 хут çĕкленĕ пулсан, вăл 150 хут йăтма пултарнă.

     1993 çулта пултаруллă, пысăк пуласлăхлă спортсмена шалти ĕçсен органне ĕçлеме йыхравлаççĕ. Олег тĕрлĕ ăмăртура унăн чысне пĕрре мар хỹтĕлет. Раççейри самбо федерацийĕн вице-президенчĕпе В.Волосныхпа (В.Харлампьевăн вĕренекенĕ) тĕл пулни уншăн пысăк телей пулса тарать. В.Волосных ертсе пынипе самбо мелĕпе кĕрешессипе тĕрлĕ хăнăхусем тăвать. Пĕрремĕш разрядлă спортсменран тĕнче класлă спорт мастерне çитет.

     Хальхи вăхăтра Олег Ананьевич Мускавра пуранать. Мăшăрланнă, çемьере ывăл çитĕнет. Унăн ĕмĕчĕсем те пысак. Хăйĕн ентешĕсене спортпа туслашма май туса парас тĕллевпе Шупашкарта, хамăр районти Кавал ялĕнче çапăçури самбо меслечĕсене вĕренмелли секцисем уçасшăн. 2005 çулхи нарăс уйăхĕнче Шупашкарти "Космос" çĕрлехи клубра правилăсăр пыракан çапăçусем енĕпе Раççей шайĕнче ăмăрту ирттерес тĕллевлĕ. Унта тĕнчери вăйлăран та вăйлă сакăр кĕрешỹçĕ хутшанĕ. О.Захаров хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн М.Михайловскин пулăшуçи тата Чăваш Енĕн çапăçури самбо федерацийĕн председателĕ шутланса тăрать.

     Юлăшкинчен çакна калас килет. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ĕçре паллă спортсменсемпе тĕл пулусем йĕркелени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.



"Елчĕк Ен"
18 декабря 2004
00:00
Поделиться