Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕмĕтленни - çитрĕ.

     Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакансемшĕн кăçалхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕ асран кайми кун пулса юлчĕ.

     Хĕлле ялти медпункта пырса юн пусăмне виçтересси, укол тутарасси, пĕчĕк ачасене хывăнтарса сывлăхĕсене тĕрĕслесси, пỹлĕмре сивĕ пулнипе, çав тери кансĕрччĕ. Библиотекăна кĕнекесем илме пыракансен ячĕсене çырса хуриччен те алă-пỹрне шăнса кỹчемеллеччĕ. Сивĕ клубра тĕрлĕрен кружоксем йĕркелесе ирттересси те, палах, кирлĕ шайра пулса пырайман.

     Çут çанталăк газĕпе ăшăнакан килсенчен тухса клуба пырсан илемлĕ çанталăк та тĕксĕмленетчĕ. Сивĕ пỹлĕмсенчен хăвăртрах урама тухса каятчĕç çамрăксем. Юрать-ха, ял варринчи çавра кỹлĕри çап çутă пăр çинче хоккейла выляса, кỹлĕ пуçĕнчен çунашкапа ярăнса чуна йăпатма пулать. Çамрăксен каçхи канăвне йĕркеллĕ ирттерме вара майсем çукчĕ ĕнтĕ.

     Иртнĕ çулсенче клубсене хутса ăшăтса тăнă, газсăрах, теме те пултарĕ тепĕр вулакан. Шел пулин, çак кунччен клуба çĕр кăмрăкăпе хутса тама та май килмерĕ. Путвалта вырнаçнă кочегаркăран паянхи кунччен те шыв пĕр метртан чакмарĕ. Çакна шута илсе кăçал мĕнле те пулсан клуба тата çак çуртра вырнаçнă библиотекăпа фельдшер пунктне, бригада çуртне "кăвак çулăмпа" хутса ăшăтма тĕллев лартрăмăр. Районти культура пайĕн начальникĕ А.Александрова та лару-тăрăва ăнланса пирĕн ыйтăва татса парассипе нумай тăрăшрĕ, проектпа смета докуменчĕсене вăхатра туса парассине, подрядчиксене ĕçлеттерессине пурне те хăй çине илчĕ.

     Кунти мĕн пур ĕçе хамăр вăйпа пурнăçларăмăр: седелкăна лартма 20 метр ытла çăр чаврăмăр, хăйăр, тăм, кирпĕч, котел илсе килтĕмĕр, мăрьесене хăпартрăмăр, котельнăйне юсаса сăрларăмăр. Ялти çамрăксем те нумай пулăшрĕç. Александрпа Петр Мустаев предпринимательсем хăйсен машинисемпе груз турттарса килме пулăшрĕç. Алексей Туманов вентиляципе тĕтĕм трубисене тулевсĕр туса пачĕ. "Надежда" ЯХПК пуçлăхĕ Ф.Ахметов та пирĕн нушана ăнланчĕ. Палах, подрядчиксем те ырми-канми тăрăшрĕç. А.Чернов, М.Теллин ертсе пыракан монтажниксен тата электриксен бригадисен ĕçĕпе "Канашмежрайгаз филиалăн Елчĕкри участокĕн ертỹçи А.Львова та çав тери кăмăллă пулчĕ. Палăртнă вăхăтра, пĕтĕм система пĕр калтăксăр ĕçлеме пуçларĕ. Халĕ пур çĕрте те килти пекех ăшă, çутă, илемлĕ. Ял халăхĕн савăнăçне каласа та кăтартаймăн.

     Районти кашни яла çут çанталăк газĕ илсе çитерес ĕçре район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн тỹпи пысак. Палах, пирĕн депутатсем - А.Гусаров, М.Михайловский, П.Семенов район ырлăхĕшĕн нумай тăтăршаççĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн ялсене газификацилес программи çирĕп утăмсемпе пурнăçа кĕрсе пырать. Çакă пире савăнтарать, малашлăха ĕненсе пурăнма шанăç кỹрет.



"Елчĕк Ен"
18 декабря 2004
00:00
Поделиться