Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăшă клубра савăнăçлăрах.

     Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Вăрăмхăвари культура çуртне ырлăх - çут çанталăк газĕ çитрĕ. Çак савăнăçа, уява паллă тума ял халăхĕ клуба пуçтарăнчĕ. Уяв каçне Пăва хулинчен килнĕ хăнасем - ветеринари техникумĕнче вĕренекенсен "Туслăх" художество пултарулăх коллективĕ - илем кỹчĕç, юрласа-ташласа халăха савăнтарчĕç. 30 çынран тăракан ушкăнра Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ỹснĕ Алина Сайкина та пур. Вĕсен ертỹçи - Р.Мустафина - чăвашсемпе тутарсем çакăн евĕр туслă пулнипе питĕ кăмăллă.

     Уяв хыççăн Вăрăмхăвасем хăнасене чейпе сăйларĕç. Дискотека уява тата та пуянлатрĕ. Икĕ республика çамрăкĕсене ташă каçĕ çывăхрах паллашма май пачĕ.

     Ăшă клубра малашне çакăн евĕр уявсем, тĕл пулусем йĕркелеме тата та кăмăллă пулĕ.



"Елчĕк Ен"
18 декабря 2004
00:00
Поделиться