Культура çурчĕсене - "кăвак çулăм".
Районта çут çанталăк газĕ çитнĕ культура учрежденийĕсен йышĕ ỹсрĕ. Акă, нумаях пулмасть кăна Курнавăшри, Çĕнĕ Пăвари, Çĕнĕ Эйпеçри, Вăрăмхăвари, Элекçей Тимешри, Сăрьелти культура çурчĕсене "кăвак çупăмпа" ăшăтма тытăнчĕç. Çитес çĕнĕ çулччен 4 ялти клуб çурчĕсем патне те çут çанталăк ырлăхĕ çитĕ. Ку енĕпе "Стройматсервис" ООО подрядчик тата культура ĕçченĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
"Елчĕк Ен"