Чи лайăххисем.
Район администрацийĕн муниципалитет служащийĕсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ял комитечĕсен председателĕсем (старостисем), урам тата çурт комитечĕсен ертỹçисем хушшинче ирттернĕ конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртнă. "Чи лайăх ял администрацийĕн пуçлăхĕ" ята Курнавăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Серапинович Мясников, "Чи лайăх ял комитечĕн председателĕ" ята Аслă Пăла Тимеш ял администрацийĕнчи Исемпелти Виссарион Иванович Лепешкин, "Чи лайăх çурт комитечĕн ертỹçи" ята Елчĕкри Северная урамĕнчи 3-мĕш çуртри Елена Антоновна Пчелова тивĕçнĕ. Вĕсем район ятне республика шайĕнче хỹтĕлеççĕ.
"Елчĕк Ен"