Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Районта - донор кунĕ

     Районти тĕп больницăра донор кунĕ иртрĕ. Район центрĕнче ĕçлекенсем çеç мар, инçетри ялсенчен, уйрăмах Курнавăшсем, те килчĕç юн пама. Раççей хисеплĕ донорĕ С.Кудашов врач, унăн мăшăрĕ О.Кудашова, Г.Уфукова, Н.Уркова, Л.Капламова врачсем, Курнавăшри В.Подгорова пĕрремĕш хут памаççĕ хăйсен юнне. Аслă Елчĕкри Е.Моисеева, акă, 44-мĕш хут юн пачĕ. Ырă та сăваплă ĕç тăвакансем çак кун пурĕ 65-ĕн пулчĕç.



"Елчĕк Ен"
08 декабря 2004
00:00
Поделиться