Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Туслă та, сывлăхлă та

     Ачасемпе çамрăксен пĕлешĕвĕсем яш-кĕрĕме пĕр-пĕринпе хутшăнма, туспашма, вăхăта савăнăçлă та усăллă ирттерме хавхалантарарççĕ, пулăшаççĕ. Спорта юратни, сывпăхлă та тĕреклĕ пулни вара çитĕнỹсем тума, малалла ăнтăлма хистет.

     Иртнĕ кунсенче Шупашкарти "Спартак" спорт комплексĕнче республикăри çамрăксен пĕрлешĕвĕсен спартакиади иртнĕ. Пирĕн районтан унта Кĕçĕн Таяпари çамрăксен пĕрлешĕвĕ хутшăннă. Ушкăн капитанĕ - нумаях пулмасть Раççей çарĕнчен службăран таврăннă Сергей Павлов. Чечен Республикинче ятарлă çарсенче пулнă каччă ялти яш-кĕрĕмпе те пĕр чĕлхе тупнă, спортпа туслă команда йĕркелнĕ. Сакăр тĕрлĕ ăмăртура респубпикăри тĕрлĕ хуларан, районтан килнĕ 25 команда хушшинче тăваттăмĕш вырăна тивĕçнĕ вĕсем. Уйрăм ăмăртусенче вара Елчĕксене çитекенсем те пулман. Тĕрлĕ упражнениллĕ эстафетăра (хур уттипе утса, михĕпе сиксе, икĕ уран сиксе, кăшăлпа чупса, мечĕк ывăтса)пирĕн район çамрăкĕсем пуринчен те лайăх кăтарту кăтартнă. Алă вăйĕ виçессипе вара Вера Калининăна çитекенни пулман. Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Вера 24 хĕртен чи вăйлăрах пупни кураннă, спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăннипе медаль, диллом илме тивĕç пулнă.

     Шупашкарти ăмăртăва хутшаннă команда, палах, районти чи пултаруллă та вăйлă яш-кĕрĕмрен пуçтарса хатĕрленĕ ушкăн мар. Çапах та Кĕçĕн Таяпа çамрăкĕсем республика шайĕнче хăйсен туслахне, спорта юратнине кăтартса пама пултарнă.



"Елчĕк Ен"
20 ноября 2004
00:00
Поделиться