Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçре пултаруллă, хастар

     Чăваш Республикин Преэиденчĕ ĕçре пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене çулсерен хавхапантарса стипендисем уйăрать. Çакă тăрăшуллă яш-кĕрĕме малалла аталанма, ĕçре тата та пысăкрах утăмсем тума чăннилех те хавхалантарать, вăй хушать. 

     Республикари ыгти районсем пекех Елчĕксен те ЧР Преэиденчĕн стипендине илме тивĕçлĕ çамраксем пур. 2003 султа вĕсем саккăрăн пулчĕç, 2004 çулта - иккĕн. Çитес çулсенче стипендиатсен йышĕ, тен, ытларах та пулĕ. "Яманчỹрелти сельхозхими" патшалăх унитарлă предприятире 1998 çултанпа водительте тăрăшакан Сергей Владимирович Карсаков малтанах хай те Преэидент стипендиачĕсен йышне лекессе шанман тар. Анчах та ĕçе яланах вăхăтра, яваплăха туйса пурнаçлани, лайăх кăтартусемпе палăрни çамрак специалиста чыс кỹнĕ.

     Сергей Елчĕк районĕпе кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Алманчăра çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыçăн Патăрьелăнче водителе вĕреннĕ, "АВСДЕ" категорисене пурне те алла илнĕ. Кỹршĕ ялти - Яманчỹрелти ял хуçалăх предприятине ĕçе вырнаçна. Хайне шанса панă "МАЗ-55-49" автомашинăна Сергей яланах юсавлă тытать. Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсемпе С.Карсаков водитель 356 пин тенкĕлĕх, 410 пин тонна-километр ĕç калăпашĕ пурнăçланă. Хăйĕн тăрăшулăхне пулах Сергей Владимирович Хисеп грамотисем те чылай илнĕ. Кăçал та, акă ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче вăл предприяти грамотине тивĕçнĕ. Сергей - çемьеллĕ. Вероника мăшăрĕпе, ашшĕ-амăшĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕлтĕр, акă, Карсаковсем "2010 çулчченхи тапхарта Чăваш Республикинчи ялсен аталанăвĕ" программăпа ялги тĕрлĕ отрасльте ĕçлекен, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тата çĕнĕ çурт çавăрма субсидие илнĕ. Вăл пулăшнипе çĕнĕ çурт çĕкленĕ.

     30 çула çывхаракан çамрăкăн ĕмĕчĕсем çунатлă, хăйсем купаласа лартнă çĕнĕ çуртра килĕштерсе пурăнасси, юратнă ĕçре тăрăшса ĕçлесе пысăкрах тăвассиĕ



"Елчĕк Ен"
20 ноября 2004
00:00
Поделиться