Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Чи лайăх пусă"

     РФ Правительствин 2002 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнчи 858-мĕш номерлĕ "2010 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ" федерацин тĕллевлĕ программи çинчен" постановленине, Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн 2003 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчи 335-мĕш номерлĕ "Чăваш Республикин 2010 çулчченхи тапхăрти ялăн социаллă аталанăвĕ" республикăн тĕллевлĕ программи çинчен" постановленине пурнăçласа ялсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе Елчĕк район администрацииĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин 2004 çулхи чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 15-мĕшĕччен районта "Чи лайăх пусă" конкурс иртересси çинчен йышăну кăларнă. Ку чухнехи итогсене пĕтĕмлетме районти комиссии йышне çирĕплетнĕ. "Чи лайăх пусă" районти конкурса ялсенчи çăл куçсемпе пусăсене йĕркелесе, тирпейлесе тăрассине лайăхлатас, ку чухнехи ĕçсене пурнăçлама çынсене активлăн явăçтарас тĕллевпе иртереççĕ. Конкурс материалĕсене ял администрацийĕсен хатĕрлемелле. Текстри материалта кĕске характеристика (ăна хăçан тунă тата мĕнле пахалăхлă, санитари тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайри пусă пулнине санэпидстанции çирĕплетни) пулмалла.



"Елчĕк Ен"
13 ноября 2004
00:00
Поделиться