Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Финалти тĕл пулусем

     Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн "Адреналин" КВН команди çинчен хаçат вулаканĕсем пĕлме тивĕçлĕ, унăн çитĕнĕвĕсене хаçат страницисенче пĕрре çеç мар çырнă. Хальхи вăхăтра савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубĕн шкул лигин республикăри ăмăртăвĕсем пынă май çак кунсенче зонăри тĕл пулусем иртнĕ.

     Тăвайĕнче зонăри тĕл пулура "Адреналин" 6 команда хушшинче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Йĕпреçре иртнĕ тĕл пулура 7 команда вăй виçнĕ. Çапла майпа пĕтĕмĕшле балсене шутласа "Адреналин" 13 команда хушшинче виççĕмĕш пулса тăнă, финала тухнă.

     Финалти вăйăсем Елчĕкре иртеççĕ, савăнăçлисемпе тавçăруллисем чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче культура çуртне пуçтарăнаççĕ.



"Елчĕк Ен"
30 октября 2004
00:00
Поделиться