Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешĕмĕр ячĕпе аллея пулĕ

     Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта хамăр ентешĕн, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн, Чăваш Енĕн пĕрремĕш олимпиецĕн, Олимп вăййисенче пуçласа пăхăр медаль çĕнсе илнĕ Ардалион Игнатьевăн "Путь к вершинам мастерства" кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Унта автор хăй хутшăннă спорт ăмăртăвĕсене сăнласа панă. Презентацие ентешсем, мăшăрĕпе хĕрĕ, вăхăтĕнче А.Игнатьевпа тачă çыхăнса ĕçленĕ ветеран-спортсменсем тата хальхи паллă спортсменсем пуçтарăнчĕç. Презентацире район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин сăмах каларĕ. Асăнса хăварар, Елчĕк ялĕнче ентешĕмĕр ячĕпе хисепленекен урам пур, ДЮСШна унăн ятне панă, спортсмен çуралнă Ĕнел ялĕнче асăну хăми уçнă. Малашне Елчĕкри "Ырсамай" паркĕнче ентешĕмĕр ячĕпе аллея уçăлĕ.



"Елчĕк Ен"
30 октября 2004
00:00
Поделиться