Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йышпа ĕçлеме лайăх

     Республикăри ырă пуçарăва - районсемпе хуласен тата поселоксен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе 2005 çула парксен тата садсен çулталăкĕ тесе йышăннине районти пред- приятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, паллах, уйрăм çынсем те ырласа йышăнчĕç. Тепĕр тесен, çак ырă ĕçе такам валли мар, хамăршăн, хамăр ачасем, мăнуксем валли тăватпăр-çке эпир. Тăван ен илемĕшĕн, капăрлăхĕшĕн тăрăшса кĕркуннехи тапхăрта район территорийĕнче 160 пин тĕп йывăç лартса хăварма тĕллев лартнăччĕ. Кĕске вăхăтра çакăн чухлĕ ĕç калăпăшне пурнăçлама çăмăл пулмассине пурте ăнланаççĕ. Çакна пăхмасăр 2 эрнере вуншар пин тĕп йывăç хунавĕ лартса хăварма ĕлкĕртĕмĕр. Ĕçе пысăк йышпа пуçăннăран вăл ỹсĕнчĕклĕ пулчĕ. Ырсамайри Культурăпа кану паркĕнче кăçалхипе виççĕмĕш çул йывăçсем лартрăмăр. Тĕрĕссипе кунта халĕ çак ĕç вĕçленчĕ тесен те йăнăш мар. Малашне çитĕнекен хунавсене сăнаса тăрасси, хăрнă, вăй илеймен тĕмсене çĕннисемпе улăштарас ĕçе пурнăçласси анчах тăрса юлать. Елчĕкри ММППЖКХ коллективĕнче ĕçлекенсем Кооперативная урамри мунча таврашĕнче, тĕп больница коллективĕ - хăйсен территорийĕнче нумай тĕрлĕ йывăçсем лартса хăварчĕç.

     Йывăç лартмалли уйăхлăха хутшăнса ялсенче те пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Аслă Таяпари шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Аслă Таяпари истори вырăнĕнче - хулашра 2,0 гектар çинче тĕрлĕрен йывăçсем лартса пулас парк никĕсне хыврĕç. Энтепери, Тăрăмри, Курнавăшри шкулсем те йывăç лартмалли уйăхлăха хастаррăн хутшăнса хăйсен тỹпине хыврĕç.



"Елчĕк Ен"
29 октября 2004
00:00
Поделиться