Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хунавсем лартса хăварнă

     Кĕркунне йывăç лартмалли чи лайăх вăхăт. Шăпах çакна тĕпе хурса районти предприятисемпе организацисем, район, ял администрацийĕсем хальхи вăхăтра тăван тавралăха илем кỹрес тесе йывăç хунавĕсем лартаççĕ. Акă, иртнĕ эрне кун районти тĕп библиотека ĕçченĕсем "Ырсамай" канупа спорт паркĕнче 120 тĕп çăка йывăççи лартса хăварчĕç. Хунавсене хăйсемех Патăрьелĕнчи питомникран, Шăмăршă вăрманĕнчен кỹрсе килнĕ. 

     Кану кунĕсенче те паркра хĕрỹ ĕç шавĕ тăнă. Район администрацийĕн пайĕсем те нумай хунав лартса хăварнă.



"Елчĕк Ен"
23 октября 2004
00:00
Поделиться