Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк шкулĕ валли - компьютер оборудованийĕ

     Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула "Вĕрентỹ системин реформи" проекта хутшăнтарма вăхăтĕнче сахал мар тăрăшма тивнĕ. Проекта пурнăçласа паян Елчĕк шкулĕнче вĕрентỹ пахалăхĕ тĕлĕшĕпе пĕчĕк мар утăмсем тăваççĕ. Шкула ỹсĕмсем тума педагогсен пысăк квалификациллĕ ĕçĕпе пĕрлех республикăри тата 26 шкулпа танах компьютер, офис, спорт оборудовани- йĕпе, шкул автобусĕсемпе тивĕçтерни те кĕрет. Çак кунсенче, акă, министерство представителĕсем район администрацийĕн пуçлăхне Елчĕкри база шкулĕ валли 815 пин тенкĕлĕх компьютер оборудованийĕ уйăрни çинчен свидетельство панă. Асăннă компьютер оборудованийĕ №компьютер класĕ, мультимедиллĕ проектор, мини АТС, видеокамера, музыка центрĕ, факс, ксерокс, принтер, сканер, телевизор, телефон, модем тата ытти те№ шкула аталанма, вĕрентỹ пахалăхне, ачасен тавра курăмне ỹстерме пулăшмалла.



"Елчĕк Ен"
23 октября 2004
00:00
Поделиться