Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çара кайма хатĕрленеççĕ:

     Çĕршывĕпех кĕрхи призыв пырать. Пирĕн районти çар комиссариачĕн призыв комиссийĕ те пулас салтаксен сывлăхĕсене тĕрĕслесе çара кайма хатĕрлет. Кĕрхи призывра районтан 63 çамрăк çар ретне тăмалла. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче районти çар комиссариатĕнче призывник кунĕ иртрĕ. Çар комиссарĕ В.Буклаков, район администрацийĕн çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.Малышкин пулас салтаксене Тăван çĕршыва чыспа хỹтĕлеме, харсăрлăхпа паттăрлăх кăтартма каланă. РОВД, тĕп больница, РУО, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр, библиотека ĕçченĕсем те призывниксене ăнăçу суннă. Культура ĕçченĕсем вара илемлĕ юрă-кĕвĕпе саламланă.



"Елчĕк Ен"
23 октября 2004
00:00
Поделиться