Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасен савăнăçĕ хутшăннă

     Малашлăхра Елчĕкри тĕп стадионта ача-пăча паркĕ пулмалла. Çак тĕллевпе унта республика кунĕ умĕн карусель, ачасен спорт комплексне вырнаçтарчĕç. Кунта ача-пăчашăн, çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕшĕн чăннипех те илемлĕ, меллĕ вырăн. Çак хăтлăх район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи Тĕп лапамранах пуçланать. Çак кунсенче ача-пăча савăнăçĕ татах та хушăнчĕ паркра - юмах тĕнчинчен килнĕ, чĕр чунсен йывăçран касса кăларнă кĕлеткисем килсе вырнаçрĕç унта.

     Вĕсене ăсталаканĕ - район территоринчи, центрĕнчи чылай йывăç кỹлепесен авторĕ - Сантр Пикл ỹнерçĕ.



"Елчĕк Ен"
23 октября 2004
00:00
Поделиться