Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăт çапла "пулăшать" ентеш!

     Районти кашни яла çут çанталăк газĕ çитрĕ, проект тутарнă килсене газ кĕртесси вĕçленнĕпе пĕрех. Халĕ "кăвак çулăм" пăрăхĕсене хывма унччен халăхран пуçтарнă укçана каялла тавăрса парас ĕç вĕçленсе пырать. Чылай подрядчик çак укçана тавăрса панă ĕнтĕ. Анчах "Агростройгаз" ООО çеç васкамасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин иртнĕ канашлура палăртнă тăрăх, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен айăпĕ те пур çакăнта. Вĕсем "Агростройгазпа" тунă хăш та пĕр килĕшỹре халăха укçа тавăрса памалли срок вĕçне 2005 çулхи пуш уйăхне палăртнă документ çине алă пуснă. Район вара газ кĕртес ĕçе тĕпрен илсен кăçалхи 9 уйăхрах вĕçленĕ. Халĕ Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен халăх укçине илес тесе тăтăш Шупашкара чупма, тен, судлашма та тивет. Çакă та интереслĕ, "Агростройгаз" ОООна Питтĕпелĕнче çуралса ỹснĕ ентеш ертсе пырать. Вăт çапла пулăшать ентеш ентеше.



"Елчĕк Ен"
20 октября 2004
00:00
Поделиться