Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сĕчĕ те, кефирĕ те пур

     Район центрĕнче пурăнакансем Елчĕкри магазинсенче сĕт продукчĕсем, аш-какай сутасси пирки нумаях пулмасть çеç сăмах хускатнăччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çийĕнчех "Елчĕкри сыр туса кăларакан" акционерсен обществине сĕт продукчĕсем туса кăларма, райпо правленине аш-какай сутăн илсе сутма хушса хăварчĕ. Иртнĕ тунти кун район администрацийĕнчи канашлура "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" АО ертỹçи В.Егоров заводра кефир тума тытăннине, сĕтпе сĕт-çу продукчĕсене предприятири, "Радуга", "Юман" магазинсенче сутма тытăннине пĕлтерчĕ.



"Елчĕк Ен"
20 октября 2004
00:00
Поделиться