Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кунта манăн çĕр, унта санăн...

     Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче ĕçлекенсене, колхозсенче ĕçлесе пенсие тухнă ватăсене, ялти интеллигенцие вунă çул каяллах вĕсен хуçалăхĕсенче çĕр лаптăкĕ пуррине ĕнентерекен хут панăччĕ. Анчах çĕр лаптăкĕ ăçта вырнаçнине карта çинче палăртманччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе çĕр ресурсĕсемпе çĕр йĕркелĕвĕн районти комитетне çак çитменлĕхе пĕтерме хушнă. Нумаях пулмасть комитет работникĕсем Таяпа Энтринчи çĕр лаптăкĕсен хуçисене вĕсен çĕрĕ ăçта вырнаçнине çирĕплетекен схема парса тухнă. Халĕ çак ĕçе ытти ялсенче пурăнакансем валли те тăваççĕ. Çакă çĕр хуçисен яваплăхне ỹстерме пулăшмалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
20 октября 2004
00:00
Поделиться