Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăх пулăшăвĕ - çемье телейĕ

          Пỹрт-çурт çавăрас ĕçре паянхи çамрăк çемьесем чылай çăмăллăхпа усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Каялла тавăрса памалла мар субсидисем тата ипотека кредичĕ илеççĕ вĕсем. Патреккелте пурăнакан Доброхотовсен çемйи те патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курма пултарчĕ. 6 çул каялла пĕр-пĕрне савса, юратса çирĕп çемье чăмăртарĕç вĕсем. Çỹлти касра _ Çамрăксен урамĕнче пурăнаççĕ. Юлашки тăватă-пилĕк çулта çĕнелсе капăрланчĕ çак урам. Çамрăксен çурчĕсем пĕринчен тепри илемлĕ, чаплă. Доброхотовсем те хăйсене валли хăтлă пỹрт çавăрса лартнă. "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн вĕсем çăмăллăхлă кредит тата субсиди илнĕ. Доброхотовсен пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Ялта пурăнакан этем хуларинчен кая мар илемлĕхе туртăнни паха. Татьяна пỹртре те, пахчара та хитре чечексем çитĕнтерет. Ял тăрăх пăрăхпа килекен шывпа усă курмаççĕ Алексейпе Таня. Картишĕнче хăйсем пусă алтнă. Сакăр метр таран чавнă вĕсем ăна. Пурĕ 7 бетон кăшăлĕ антарнă унта. Шыва çăлран ĕçме, паллах, кăмăллăрах. Пỹртре çĕнĕ йышши сĕтел-пукан илсе лартнă. Çурт газпа хутăнса ăшăнать. Кунтах ваннăй, туалет валли уйрăм пỹлĕмсем туса хăварнă. Анчах та хальлĕхе хута ярайман-ха вĕсене. Тата мĕн тумалли юлнă тесен çамрăк мăшăр çапла хуравлать: _ Хуралтă çĕклемелле. Никĕсне хывнă. Çывăх вăхăтра купалас тетпĕр. Мунчапа хапхана маларах тунăччĕ. Алешăпа Таньăн хĕр ỹсет. Юля ача садне аслисен ушкăнне çỹрет. Алексей "Канашмежрайгаз" ОООн Елчĕкри участокĕнче слесарьте вăй хурать. Мăшăрĕ килте ачапа ларать. Килĕштерсе, пĕрне-пĕри хисеплесе пурăнаççĕ вĕсем. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ, ăнланма пĕлеççĕ. Патшалăх çамрăк çемьесене çапла çăмăллăхсемпе усă



"Елчĕк Ен"
16 октября 2004
00:00
Поделиться