Халăх ирĕкĕпе чиркỹ çĕкленчĕ
Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕ Аслă Таяпа ялĕшĕн тата пĕтĕм Елчĕк районĕшĕн нумайлăха асра юлакан пысăк та пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ _ Таса Турă Амăшĕн хỹтлĕхĕ ячĕпе (Церковь Покровской Божией матери) лартнă чиркỹ уçăлчĕ. Ăна илемлĕ вырăна _ кỹлĕ хĕррине вырнаçтарнă. Çак кун çанталăк та халăхпа пĕрле хĕпĕртенĕн туйăнчĕ. Малтан сỹрĕк те тĕксĕмччĕ вăл. Таса чиркỹ уçăлсан шурă юр çуса хучĕ. Ун хыççăн хĕвел кулма тапратрĕ _ хăйĕн ылтăн пайăркисене çĕр çине шелсĕр сапаларĕ. Çак пысăк уява хăнасем тата таврари _ Чăваш Тăрăмĕ, Шуршу, Каркалар, Кĕçĕн Таяпа, Кĕçĕн Патреккел ялĕсенче пурăнакансем пухăннă. Малашне чиркĕве аякри ялсене çỹремелле марришĕн чунтанах хĕпĕртерĕç вĕсем. Ĕлĕк Аслă Таяпа районта икĕ чиркỹллĕ пĕртен пĕр ял пулнă. Пĕрне _ 1871 çулта, тепĕрне 1906 çулта хута янă. Совет саманинче çак чиркỹсенчен пĕрне 1940, иккĕмĕшне 1941 çулта хупнă. Çав вăхăтра чиркĕве пăснине курнă çынсем каланă тăрăх, хĕресе антарнă чух вăл çĕре ỹксе тирĕнсе ларнă. Тен, çакă хăйне евĕрлĕ паллă пулнă. Аслă Таяпари чиркỹ Геннадий Михайлович Васильев предприниматель тăрăшнипе хута кайрĕ. Г.Васильев çак ялтах çуралса ỹснĕ, виçĕ ача ашшĕ. Мăшăрĕ ял администрацийĕнче вăй хурать. Çак сăваплă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама сире кам хистерĕ тесен Геннадий Михайлович çапла хуравларĕ: "Чи пирвай çак ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хускатнăччĕ. Туррăн ирĕкĕпе, халăх ыйтнипе тата чун хистенипе эпир çак ĕçе пуш уйăхĕнче пуçăнтăмăр. Елчĕкри кивĕ чиркỹ çуртне куçарса килтĕмĕр. Мачча, урай хăмисене, сĕтелĕсене йăлт çĕнĕрен ăсталарăмăр. Урай хăмисене Елчĕк чиркĕвĕнчи Александр атте пачĕ. Халăх та аяккинче юлмарĕ, вăй çитнĕ таран пурте пулăшрĕ. Куполĕсене йăлт çĕнĕрен улăштартăмăр. Чиркĕве тул енчен те, шал енчен те илемлĕ сăрăпа капăрлатрăмăр. Вĕçне çитереймен ĕçсем те пур-ха. Çывăх вăхăтра карта тытмалла, асфальт сармалла. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама хутшăннисене те ырă сăмахпа асăнса хăварар. Виталий Кульмаков, Николай Кульмаков, Александр Корнилов, Геннадий Юдин, Геннадий Яблоков ĕçченсен тăрăшулăхне пула кĕске вăхăтра ĕçе вĕçлерĕмĕр. Вĕсене тата çак çурта хăпартма пулăшнă пĕтĕм халăха пысăк тав". Чиркĕве ял праçникĕ _ Пукрав умĕн хута ярассишĕн сахал мар вăй хунă Аслă Таяпасем. Çак кун уяв ячĕпе кĕлĕ ирттерме Аслă Пăла Тимешĕнчен Кăнтăр районĕнчи 5-мĕш округăн благочиннăйĕ протоиерей Анатолий, Тĕмер ялĕнчен _ Петр атте, тата унти хор ушкăнĕ, Энтеперен Валерий атте хутшăнчĕç. Кĕлĕ вĕçленсен чиркỹ уçăлнă тата Пукрав уявĕ ячĕпе район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх управленийĕн пуçлăхĕ Е.Михайлова, РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пулăшуçи А.Александрова, ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Спиридонова салам сăмахĕсем каларĕç. Анатолий атте те сăмах илчĕ: _ 1917 çулччен Елчĕк тăрăхĕнче 17 чиркỹ шутланнă. Халĕ вĕсенчен чылайăшĕ çĕнĕрен хута кайрĕ. Ку ĕçе пурнăçлама хистени вырăнсăр, халăхăн хăйĕн ирĕк пулмалла. Паян çак пысăк пулăмшăн пиртен кашни пĕчĕк ача евĕр савăнчĕ, хĕпĕртерĕ. Тавах пурне те таса чиркĕве хăпартма пулăшнăшăн. Халăх тăрăшса вăй хуни, ырне-кунне пĕлмесĕр чунне парса пуçăннă ĕçе вĕçлени ыттисемшĕн тĕслĕх. Пурне те Турă çырнипе пыма тата çăлăнăç сунатăп. _ Çак чиркỹ пурне те _ ваттине те, вĕттине те _ усă патăр. Çын пурнăçĕ чиркỹрен пуçланать те, унпах вĕçленет. Çĕр çинче пурнăç малалла каясси хамăртан килет. Кĕрешỹсĕр нимĕн те пулмасть, йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттерер. Паян чиркĕве хута яни йывăр чирленĕ çын чĕрĕлсе тăнипе танах. Вăл пурне те ырра çеç вĕренттĕр, Турра манар мар. Турă сывлăх патăр пурне те çакăн пек ырă ĕçсем тума, _ терĕ Петр атте. Валерий атте те ырă сăмахсем каларĕ: _ Чиркỹ уçăлни _ аван япала. Вăл ырă ĕç çеç тума вĕрентет. Турра мала хуни, чиркĕве çỹрени, çылăхран аякра тăни _ чи пахи. Савăнăçлă уяв "Нумай çула" юрăпа вĕçленчĕ.