Тăван ен илемĕшĕн, капăрлăхĕшĕн
Тăван ен илемĕшĕн, капăрлăхĕшĕш тăрăшса кăçал кĕркуннехи тапхăрта çеç район территорийĕнче 150-160 пин тĕп йывăçран кая мар лартса хăварма тĕллев илнĕ. Йывăç лартмалли уйăхлăха хутшăнса тата Чăваш Республикин Президенчĕн "Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен" калакан Указне тĕпе хурса районти тĕп больница коллективĕ районта чи малтан ырă пуçару турĕ тесен те йăнăш пулмĕччĕ. Вăл хăй Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнчен 1000 ытла тĕрлĕрен йывăç хунавĕ кăларса килчĕ. Вăхăта вăраха тăсмасăр, вĕсене больница территорийĕнчи унчченхи ватă йывăçсен вырăнне лартса хăварчĕç. Çакăн хыççăнах Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен пысăк йышĕ йывăçсем лартма хутшăнчĕ.