Шанчăклă техника - ỹсĕм никĕсĕ
Ял хуçалăх предприятийĕсенче лару-тăру çăмăл мар пулнине пăхмасăр, техника туянмасăр та май çук. Тахçан туяннă ял хуçалăх машинисене вĕçĕмсĕр "чун кĕртеймĕн". "Красноярскри комбайнсен завочĕ" производство пĕрлешĕвĕнче туса кăларакан çĕнĕ йышши, пысăк ĕç тухăçлăхĕпе палăрса тăракан "Енисей" комбайнсене районти ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр-пĕрне курса туянма май тупни лайăх пулăм. Малтанласа ăна "Колос", "Комбайн", "Прогресс" хуçалăхсем илме вăй çитерчĕç пулсан, нумаях пулмасть çак йышши "уй-хир карапне" "Марс" хуçалăх кỹрсе килчĕ. Çитес çул "Колос" хуçалăх иккĕмĕш "Енисей" комбайн туянма хатĕрленет.
"Елчĕк Ен"