Пире наркотик кирлĕ мар
2004 çул Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕрки ячĕпе иртет. Çакна тата яш-кĕрĕм наркотиксемпе туслашассине хирĕçле районти тĕп библиотекăра "Сывă пурнăç йĕркишĕн тата наркомание хирĕç" мероприяти йĕркеленĕ. Унта Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 11 класра вĕренекенсем хутшăннă. Малтанах Л.Петрушевскаян "Глюк" произведенийĕ тăрăх вулакансен конференцийĕ иртнĕ. "Наркотиксене - çук" слайд презентацийĕ те çамрăксемшĕн кăсăклă пулнă. Çамрăксем кашнийĕ наркотиксен тĕлĕшĕпе хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ, пурте пĕр шухăш патне килнĕ - "Пире наркотик кирлĕ мар".
"Елчĕк Ен"