Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Конкурса йыхравлатпăр

          Чăваш Республикинчи Елчĕк район администрацийĕ яллă вырăнта чи лайăх ĕç йĕркелĕвĕпе конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Конкурса ял администрацийĕсене ĕç йĕркелĕвне çĕнетессипе, ял халăхне тăтăш ĕçпе тивĕçтерессипе, ĕçсĕрлĕхе тата вăрттăн ĕçсĕрлĕхе пĕтерессипе, çавăн пекех районти ялсенче ĕç йĕркелĕвĕн малта пыракан эффективлă опытне тупса палăртассипе тата сарассипе пуçарулăх кăтартма явăçтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса материалсене çак номинацисемпе тăратмалла: "Чи лайăх ĕç йĕркелĕвĕллĕ ял" ("Населенный пункт с лучшей организацией труда") тата "Ялăн ĕçпе тивĕçтерессин чи лайăх программи" ("Лучшая программа занятости населенного пункта"). Материалсене район администрацине 2005 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла, вĕсене комисси тишкерет.



"Елчĕк Ен"
09 октября 2004
00:00
Поделиться