Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хавхаланса ĕçлеççĕ

        Сăвакан ĕнесене çуллахи лагерьтен илсе кĕнĕ, хĕллехи рационпа туллин тăрантаратпăр пулин те, уяр çанталăкпа усă курса вĕсене кашни кун хирти курăк çине илсе тухатпăр. Витере чухне те симĕс массăна çулса çитерессине кирлĕ пек йĕркелесе пыратпăр. Çавна май сăвăм та япăх мар, дояркăсем куллен кашни ĕнерен 11 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Хĕл тапхăрĕнче те ĕне выльăхсенчен кирлĕ таран продукци илетпĕрех тесе шутлатпăр. Мĕншĕн тесен çанталăк условийĕсене пăхмасăр, çакăн валли çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Пахалăхлă сенажпа силоса кирлинчен нумайрах та хывнă. Витесенче мĕн çĕнетмеллине, юсамаллине пурне те тунă. Ĕнесем патĕнчи транспортера çĕннипе улăштарнă, самăртакан ушкăнри витере шыв пăрăхне çĕнĕрен улăштарнă. Вак-тĕвек ĕç тунисене каласа та пĕтереймĕн. Çавна май Валентина Хлебникова, Антонина Муллина, Таисия Андреева, Галина Тихонова, Мария Зайцева тата Елена Баскакова, пăрулаттаракан уйрăмри Валентина Хмелева хăйсене шаннă ĕç вырăнĕсенче пысăк хавхаланупа тимлеççĕ. Сăмах май, кăçалхи 9 уйăхра иртнĕ çулхинчен ытларах, 120 ĕнерен 105 пăру илтĕмĕр. Ĕнесене симĕс массăна çулса çитернĕ çĕрте Борис Никитин механизатор тăрăшса ĕçлет.



"Елчĕк Ен"
09 октября 2004
00:00
Поделиться