Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăх ыйтăвне тивĕçтерсе

         Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин кирек мĕнле ыйтупа ялсене кайсан та, ĕç çыннисен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне тишкерет, çивĕч проблемăсене май пулсан çийĕнчех татса парассишĕн ăнтăлать. Ялсенчи чи çивĕч ыйтусем _ çул, кил-çуртсене "кăвак çулăм" кĕртесси, автобус çỹременни тата ытти те. Район центрĕнче пурăнакансен вара канăçсăрлантаракан ыйтусем _ урăххисем. Хăй вăхăтĕнче парти райкомĕн секретарĕнче чылай çул тăрăшнă К.Леонтьева калашле: "Ялтан уйрăлнă, хулана çитеймен" çĕрте пурăнакансен шухăшĕсем нумай. Çавăнпа та Октябрь урамĕнчи обществăлла çуртсенче пурăнакансемпе калаçас, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе район администрацийĕн ларусен залĕнче тĕл пулу иртрĕ. Чи малтанах Н.Миллин Елчĕк ялĕн халăхĕ района пысăк хăнасем килсессĕн яланах кăмăлсăр калаçнине, вăл е ку çитменнине палăртнине пĕлтерчĕ. Район центрĕ юлашки çулсенче калама çук улшăнчĕ, тирпейлĕхпе тасалăха, илемлĕхе илес пулсан пире кỹршĕ районсем те çитеймеççĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех асфальтлă çулсем сарчĕç, тротуарсем те кашни пăралукрах. Унччен çумăрлă çанталăкра районти тĕп больницăна çитме нушаччĕ, автомашинăсем сирпĕтсе хăваратчĕç, халĕ вара çỹллĕ кĕлеллĕ атăпа пĕр шиксĕр шаклаттарса утатăн. Лайăх енне нумай улшăнчĕ Елчĕк. Пăхма кăмăллă. Коммуналлă çуртра пурăнакансен чи канăçсăр ыйтăвĕ _ райцентрта мунча ĕçлеменни. Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ хĕрринче хăрушшăн ларатчĕ вăл, унта кĕрсен вара çăвăнас шухăш мар, хăвăрт тухса тарас килетчĕ. Анчах кил картинче мунча çук çыннăн çăвăнса тасалас килетех. Республика кунĕ умĕн вара мунчана çĕнĕ тĕс кĕртрĕç, шалта юсав ĕçĕсем пурнăçларĕç. 320 пин тенкĕлĕх ĕç тунă унта, анчах мунчана хутмалла тăвайман. Тата çĕршер пинлĕх ĕç тумалла-ха унта проект тăрăх. Вĕçне-хĕрне çитме ММППЖКХăн укçа-тенкĕ çук. Райцентр çыннисене мунча кирлех. ММППЖКХ начальникĕн В.Нягинăн сăмахĕсем тăрăх çакă палăрчĕ: мунчана паян-ыран хута яраймаççĕ. Вăл яланах тупăшсăр ĕçленĕ. Маларах пĕр çынна кĕме 5, 10 тенкĕ пулнă. Каярахпа хакне 15 тенке çитернĕ. "5 тенкĕ ỹстерсенех халăх килме пăрахрĕ", _ тет Владимир Олегович. Эрнере икĕ кун ĕçленĕ мунчана вăтамран 30 çын çỹренĕ. Тĕрлĕ вариант сĕнчĕç тĕл пулура, çапах юлашкинчен унчченхи вырăнтах, пĕчĕкрех мунча тумаллине палăртрĕç. Проект тăрăх çĕннинче бассейн та пулмалла, ăна туса пĕтериччен, тен, çулталăк та иртĕ, анчах ватă çынсен эрнере пĕрре мунча кĕрес килетех. Çавăнпа та çанă тавăрсах ăна хута ярас пирки ĕçлемелле. Обществăлла çуртра пурăнакан паянхи ватăсене ăнланма пулать. Хăй вăхăтĕнче вĕсене çурт çумĕнче мунча тума çĕр паман, халĕ вара ăна тума вăй-хал çитмест. Утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулсенче мĕн те пулин туса пăх-ха çурт çывăхне. Акса-лартса ỹстермелли участок та пулман, выльăх-чĕрлĕх ỹстересси пирки шухăшлама та пултарайман. Каярахпа çеç пĕчĕк çеç хуралтăсем туса хучĕç, чăххи-чĕппине усрама пуçларĕç, дача участокĕ пачĕç те халĕ унта мĕн кирлине пурне те çитĕнтереççĕ. Ирĕксĕрех обществăлла мунчана çỹреме тивнĕ патшалăх çуртĕнче пурăнакансен. Райцентрти ватăсен те харкам хăй мунчинче çăвăнас килет те, ĕмĕр иртет, вăл ырлăха курма пулмарĕ чылайăшĕн. Тепĕр çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл _ çуртсенче сивĕ пулни. Уйрăм çуртра пурăнакансем тахçанах пỹрчĕсенчи кнопкăсене пусаççĕ те газпа ăшăнаççĕ, обществăлла çуртсенчисем паян та шăнса лараççĕ. "Паян-ыран котельнăйсене ярса пыратпăр. Район пуçлăхĕ хутмалли сезон пуçланнине пĕлтерсе йышăну кăларчĕ", _ пĕлтерет В.Нягин. Комсомол, Октябрь урамĕсенчи ăшă трассисене улăштарнă, унта юлашки ĕçсем пыраççĕ. Андреев урамĕнчи пысăк котельнăя хута ямалла. Çуртсене ăшăтас енĕпе кăçалтан çĕнĕ технологие ĕçе кĕртеççĕ. Укçи-тенкине нумай расхутлама тивнĕ пулин те, унчченхи пек урама ăшăтмаççĕ. Пĕлтĕр 10 котельнăя газ çине куçарчĕç. "Иккĕмĕш çул хĕлле хваттерсенче ăшă", _ теççĕ Октябрь урамĕнче пурăнакансем. ММППЖКХ начальникĕ В.Нягин квартплата пирки те чарăнса тăчĕ. Ватăсем мĕнле пенси укçи илеççĕ, тỹрех хваттер укçи тỹлеççĕ пулсан, коммерсантсемпе предпринимательсем, вырăнта ĕçлекенсем хваттер укçине тỹлеме васкамаççĕ. Хальхи вăхăтра халăхран 429 пин тенкĕ укçа пуçтарса çитермен. Мĕншĕн пуянсемех тỹлемеççĕ( Ку тĕлĕшпе ММППЖКХ ĕçченĕсен лăпланса лармалла марах. Хăйсем начар ĕçленипех Пăва хулинчи газ кĕртекен подрядчиксене 1 миллион тенкĕ парса татаймаççĕ, лешсем вара Елчĕк ял администрацине халăхран пухнă укçана каялла тавăрса параймаççĕ. Пуçлăхсем тăрăшуллă пулманнипех ял халăхĕ шар курать, газ кĕртме пулăшса панă 4 пин тенкĕне халĕ та алла илеймест. В.Митрофанов ветерана район центрĕнче аш-какай, пулă лавккисем çукки те пăшăрхантарать. "Пасарти пулăна кушак та çимерĕ пĕринче", _тесе палăртать вăл. Ку вăл чăнах та тĕрĕсех. Пасарта пулăсене, "Ножки Буша" епле сутнине куратпăр. Тинĕс леш енчен илсе килекен аш-какая çиес килмест ял çыннин. Нивушлĕ райпо лавккисенче аш-какай, тĕрлĕ пулă, сĕт продукчĕсене сутма çук( Иртнĕ эрнере кăлпассисем те пулман райпон район центрĕнчи магазинĕсенче. Ял халăхне кирлĕ таварсем илсе килессипе, пайщиксен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе райпон çанă тавăрса вăй хумалла. Районта куллен усă куракан техника юсакан мастерской çукки ватăсене çеç мар, ытти ял çыннин умне те йывăрлăхсем кăларса тăратать. Нивушлĕ районта ку енĕпе пĕр мастерской уçма çук( Йăла çурчĕ те пур... Обществăлла çуртсен умĕсенчи пĕчĕк пахчасене пăснипе кăмăлсăр Октябрь урамĕнчи хăш-пĕр çынсем. Йывăçсене качакасем кăшлаççĕ. Чăнах та, унччен район центрĕнче качакасем кĕтĕвĕпе çỹретчĕç, лартнă йывăç-тĕмсене кăшласа-çисе ячĕç. Вĕсен хуçисене самаях хĕснĕ-ха. Çулталăкра çĕршер тĕп йывăç лартатпăр, халиччен Елчĕк районĕ вăрман ăшне пулмалла. Çук вĕт, лартнине сыхласа хăвараймастпăр. Çакă вăл качака усракан хуçасенчен те нумай килет. Выльăх усратăн пулсан ăна пăхмаллах. Çитес çул парксемпе садсен çулталăкĕ. Кашни çын хăй килĕ умне йывăçсем лартĕ, чечексем ỹстерĕ. Палисадниксенче хитре чечексем ешерсен никам та вĕсене пăсмĕ. Халиччен вара обществăлла çуртсен умĕнчи пахчасен решеткисем тăйлăк-тайлăк ларатчĕç, чылайăшĕ çĕмрĕкчĕ, илемсĕрччĕ. Паян та çурт умĕнчи пахчара "чăх ферми" туса лартнă хуçасем пур-ха Комсомол урамĕнче. Паллах, çуртсен умĕнче палисадниксем пулни питĕ лайăх, анчах вĕсене пăхса тăракансем пулĕç-и



"Елчĕк Ен"
09 октября 2004
00:00
Поделиться