Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ваттисен çĕнĕ çурчĕ уçăлчĕ

       Ватă çынсен пурнăçĕ _ ват тути теççĕ халăхра. Чăнахах та çапла пулĕ. Ире те, каçа та пĕччен ирттерекен карчăк-стариксен кун-çулĕ пушшех йывăр. Чирлесе выртнă вăхăтра пĕр стакан шыв паракан çук чухне малашлăх çинчен мĕнле шухăшлайăн( Çын пулăшăвĕсĕр пурăнайман ватăсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе уçăлчĕ те юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче ваттисен çурчĕ. 12 ватă канлĕх, хăтлăх тупĕ унта. Ваттисен çуртне уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева, ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕн çумĕ Г.Степанов, "Стройтранс" ОООн тĕп инженерĕ В.Башков, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семенов пулăшаканĕ А.Чернов, район администрацийĕн пай ертỹçисем, хуçалăх, ял пуçлăхĕсем, ватă çынсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Çĕнĕ çурт уçăлнă ятпа пурте парнесемпе килнĕ _ район администрацийĕн пуçлăхĕ 4 камфоркăллă электроплита, социаллă политика министерстви 2 пин тенкĕ укçа, П.Семенов центрĕ видиеодвойка, Яманчỹрел карьерĕн директорĕ Г.Петров тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнелерĕç. Ваттисен çуртĕнче хăтлă. Кунта вĕсене пурăнма условисем лайăх. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ вырнаçнă. Уяв ячĕпе пухăннă ватăсене саламланă хыççăн районти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ савăк юрă-кĕвĕпе саламларĕ.
    И.Аникина.
        Ваттисен уявĕ районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче тулли кăмăлпа иртрĕ. Кăнтăрла вăхăтĕнче райадминистраци умĕнче район çыннисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Кунта вăрçă участникĕсене _ Н.Сазонова №Кỹлпуç№, А.Краснова №Тỹскел№, С.Васильева №Çуткỹл№ "Ока" машинăсем парнелерĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи артистсем ватă çынсене халалласа юрăсем шăрантарчĕç.
    А.Кириллова


"Елчĕк Ен"
02 октября 2004
00:00
Поделиться