"Нацисен кросĕнче" те палăрнă
Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи хуласенче "Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ - нацисен кросĕ" "Спорт террора хирĕç" лозунгпа иртрĕ. "Нацисен кросне" пирĕн республика та активлă хутшăннă. Официаллă даннăйсем тăрăх Шупашкар заливĕнчи тĕрлĕ дистанцинче 18350 çын старт илнĕ. Район администрацийĕн халăх сывлăхне çирĕплетес, физкультура тата спорт енĕпе ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ Н.Адюков каланă тăрăх, "Нацисен кросне" районтан 103 çăмăл атлет хутшăннă. 3 çухрăмлă дистанцире №унта 7 çултан пуçласа 16 çулчченхи çамрăксем вăй виçнĕ№ пирĕн районтан 55 çамрăк чупнă. Çуркунне Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн 9 класне пĕтернĕ, халĕ Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ гимназире вĕренекен Дмитрий Васильев финиша виççĕмĕш çитнĕ. Çак шкултах вĕреннĕ, паянхи кун Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре ăсталăха туптакан Николай Исаев биатлонист 9-мĕш результат кăтартнă. Елчĕксем 5 çухрăмлă дистанцире те вăй виçнĕ. Ку ушкăнра Елчĕк шкулĕнчи 10 учитель чупнă. Районти шкулсенчен Вăрăмхăва, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Çуткỹл шкулĕсенче вĕренекенсем чупăва уйрăмах нумайăн хутшăннă. Н.Адюков каланă тăрăх, спорт ветеранĕ Николай Никифоров №Елчĕк№ пирĕн районтан чи ватти, Çуткỹл шкулĕнче вĕренекен Ольга Векова чи çамрăкки пулнă.