Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паян шухăшламалла

           Çу тăршшĕпех йĕпе-сапа тăчĕ. Тăпрара нỹрĕк ытлашши пулнăран тĕш тырă культурисем кирлĕ пек аталанаймарĕç. Каюллă шăтнă тырă та сахал мар. Ку лару-тăрура вăрлăх хатĕрлеме уйрăмах кансĕр килĕ. Çакна шута илсе, ял хуçалăх предприятийĕсен çитес çул валли вăрлăх хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, пĕтĕм вăрлăха районти патшалăх инспекцине тĕрĕслеме илсе килмелле. Енчен те вĕсен шăтаслăхĕ япăх пулнине палăртатпăр пулсан, çĕнĕ вăрлăхпа улăштармалла. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, планпа килĕшỹллĕн, районĕпе 4500 тонна вăрлăх хатĕр пулмалла пулсан, паянхи кун тĕлне вăл 4072 тонна пур. "Прогресс", К.Маркс ячĕллĕ, "Мир", "Надежда", "Родник", "Яманчуринский", "Свобода", "Сатурн", "Искра", "Рассвет", "Комбайн", "Знамя", "Кушкă" хуçалăхсем тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене хăйсене кирлинчен те ытларах хатĕрленĕ. "Прогресс", К.Маркс ячĕллĕ, "Надежда", "Свобода", "Рассвет", "Комбайн", "Сатурн" хуçалăхсем вăрлăха çак вăхăтчен пахалăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеттерме районти инспекцие илсе килме ĕлкĕрнĕ пулсан, "Авангард", "Дружба", "Була", "Марс", Андреев ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем пирки çакна калаймăн. Вĕсенче вăрлăха тĕрĕслеттерме илсе килме мар, ăна хатĕрлеме те анчах пуçăннă. Кая юлсан вара каю шăтма та пултарĕ.



"Елчĕк Ен"
29 сентября 2004
00:00
Поделиться