Мал ĕмĕтлĕ Ивановсем
Иртнĕ çул пирĕн ентешшĕн _ 26 çулхи Алексей Ивановшăн ăнăçлă çул пулчĕ _ вăл физикăпа математика наукисен кандидачĕн диссертацине хỹтĕлерĕ тата хăйĕн юррисене хăй юрласа "Веретино" музыка альбомĕ кăларчĕ. Алексей _ тĕрлĕ фестивальсене хутшăнса тăватă диплом çĕнсе илнĕ ушкăнăн лидерĕ тата руководителĕ. Долгопрудный хулинче пурăнать, Мускаври наукăпа техника центрĕнче ертсе пыракан специалист пулса ĕçлет. Ăста çамрăкăн йăх-неселĕ, тымарĕ _ Вырăскассинчен. Ашшĕ, Николай Алексеевич Иванов, Вырăскасси ялĕнче çуралнă, Çĕнĕ Пăвари шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университетра пĕлỹ пухнă. Аспирантура пĕтернĕ, философи наукисен кандидачĕ, Мускаври физикăпа техника институчĕн доценчĕ. Амăшĕ, Людмила Алексеевна, Хĕрлĕçыр ялĕнчен. Вăл та Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул хыççăн Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă категориллĕ математика учителĕ. Тепĕр ывăлĕ, Денис, авиаци институтне, аспирантура пĕтернĕ. Унăн наука ĕçĕсем те пур, заводра ертсе пыракан инженер пулса тăрăшать. Виталий те кандидат. Вăл _ юрист. Ивановсем _ мал ĕмĕтлĕ çынсем. Ашшĕ, амăшĕ, ачисем чăваш ятне Мускавра та çĕклеççĕ. Ивановсен ашшĕпе амăшĕ те Вырăскассинче паллă çынсем пулнă. Алексей Дмитриевичпа Александра Никифоровна Ивановсем 12 ача çуратнă. Тăваттăшĕ ирех вилнĕ, халĕ пурăнаканнисем _ 7. Пĕр тăвансем шкулта лайăх вĕреннĕ. Музыка инструменчĕсемпе выляма пĕлнĕ, спортпа туслă пулнă. Петьăна районта лайăх пĕлеççĕ. Вăл Лаш Таяпари вăтам шкулта ачасене математика вĕрентнĕ. Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа, Курнавăш шкулĕсенче директор пулса тăрăшнă. Пĕр сăмахпа каласан, Петр Алексеевич вĕрентнĕ ачасен хушшинче физикăпа математика кандидачĕсем нумай. Мария та чылай çул Çуткỹлти вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. Ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пынă, художество пултарулăх ушкăнĕнче юрланă. Иван _ йывăр атлетика енĕпе республика чемпионĕ. Вăл _ педагог. Лидия та педагог, обществăлла ĕçсенче хастар. Федор, Елизавета, Валерий мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне, техникăна юратса çитĕнчĕç. Вĕсем хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарчĕç. Пысăк çемье, çурт, çĕр вĕсен. Учитель династийĕ, юрлас-ташлас ăсталăх Ивановсен пĕр ĕмĕр ытла тăсăлать.