Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лăпланса лармалла мар

          Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен ырă хуçа яланах çитес çулхи тухăç, ĕç-хĕл пирки шухăшлама пуçăнать _ техникăна хĕл каçарса упрама узелсене, агрегатсене юсать, дефектлă ведомăç уçса киввисене çĕннисемпе улăштарать. Вăл пĕлет: тумалли ĕçсене кая хăварсан, йывăр килетех. Çакна районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ăнланма тивĕç. Хĕл те çитсе пырать, халех, нимĕн тăхтаса тăмасăрах, тĕш тырă тата ытти культурăсене пухакан комбайнсене тусанран, пылчăкран тасатмалла. Уçă çĕрте упранакан техника çинчи ременьсене илсе двигателе, цилиндрсем патне çу ярса, кожухпа витсе хумалла, ангарсене лартнисен ременĕсене пушатса çемçетмелле. Кăкарса ĕçлекен техникăна хытарнă вырăна, пукансем çине лартмалла, кустăрмисене хĕвел çисе ярасран шуратмалла, хаклă пайĕсене илсе упрама хумалла. Çивĕч, касакан пайсене çу сĕрмелле, гидроцилиндр штокĕсене çу сĕрсе хутпа, агрегат çинче юлакан ременьсене целлофан пленкипе чĕркемелле. Çак ĕçсене пурнăçламаллине техникăпа çыхăннă кашни специалист пĕлет. Анчах, шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче куçа тивĕçтермен ỹкерчĕк курма пулать: машинăпа-трактор паркĕнче таса мар, мăянпа пиçен айне путнă техника мĕскĕннĕн ларать. Çав-çавах уй-хиртен ял хуçалăх машинисене илсе кĕмен тĕслĕхсем те пур. Тепĕр çулхи çурхи ĕçсем пуçланиччен вăхăт пур-ха теççĕ-ши( Техникăна хĕле кĕриччен упрама лартмаллах. Шăнтсан, хулăн юр çусан, сивĕтсен çак ĕçсем манăçа тухаççĕ. Пайсем тутăхаççĕ, "ураланаççĕ". Паян хирте ĕçлекен техникăн ĕмĕрĕ вăтамран 10-20 çула çитнĕ. Çавăнпа кашни ертỹçĕн, специалистăн, механизаторăн техника ĕмĕрне вăрăмлатас енĕпе ĕçлемелле. Хĕл каçарма тивĕçлипе лартнă техникăпа çитес çул ăнăçлăрах ĕçлеме май килĕ. "Рассвет", "Комбайн", "Родник", "Сатурн" хуçалăхсенче техникăна хĕл каçарма вырнаçтарассипе юлашки ĕçсем пыраççĕ. Анчах "Прогресс" хуçалăхăн 2-мĕш бригадинче çак ĕçсене пурнăçлас тесе халĕ те хускалман-ха, вĕсем çинчен ырă сăмах калаймăн. Ытти хуçалăхсен те техникăна хĕл каçарма хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Вăхăт пур-ха тесе лăпланса лармалла мар, кая хăварсан йывăра килет. Хĕле хатĕрлесе, пайсене çу сĕрсе лайăх витсен тутăх та кăшламĕ, юрăхсăра та тухмĕç. Техникăна хĕл каçарма хатĕрлессине ноябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.



"Елчĕк Ен"
29 сентября 2004
00:00
Поделиться