Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хỹтлĕх, пулăшу паратпăр

           Çын пурнăçĕ пĕрре çеç килет. Вăхăт иртнĕçемĕн пурте ватăлатпăр. Пурнăç йĕрки кал-кал çаврăнса пырсан, ватлăх хỹтлĕхсĕр пулмалла мар та... Ĕмĕрĕпе ĕçлесе ватлăхра нушасăр пурăнма пурлăх пухмалла, хăвна пăхма ывăл-хĕр, мăнуксем ỹстер- мелле. Шухăшланипех йĕркеленсе пымасть çав пурнăç. Кашнийĕн шăпи тĕрлĕрен килсе тухать. Ачи-пăчисĕр, мăшăрсăр юлнă салтак амăшĕсем, арăмĕсем... Пĕр терт-нушасăр, хуйхă-суйхăсăр пăхса усраймасть пулсан та, патшалăх манмасть вĕсене. Карчăксен, стариксен пурнăçне лайăхлатас тата вĕсене социаллă хỹтлĕх парассине ỹстерес тĕллевпе 2002-2004 çулсем валли "Аслă ăру" программа йышăннă. Вăл пурнăçа кĕрсе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ _ ватă çынсене çак йывăр вăхăтра социаллă пулăшу парасси. Районти социаллă пулăшу паракан центр çумĕнче пĕччен пурăнакан ватăсене киле пырса пулăшу паракан 2 уйрăм ĕçлет. 513 пĕччен пурăнакан ватăран 100-шне социаллă пулăшу паракан уйрăмри 96 работник, 30-шне 3 медработник пăхса тăраççĕ. Шыв кỹрсе, апат-çимĕç туянса парассине те хамăр çине илнĕ. Унсăр пуçне пахча çимĕç лартса, пуçтарса паратпăр, вутă-шанкă хатĕрлеме пулăшатпăр. Ку вăл _ вăйпа тумалли ĕçсем. Ватăпа ларса пĕр-ик ăшă сăмах калаçсан та вĕсем чун-чĕререн савăнаççĕ. Паллах, эпир паян тăвакан ĕçсем тивĕçлĕ ватлăх туса парас ĕçĕн пĕчĕк пайĕ çеç. Кам ырă пурнăçшăн кĕрешнĕ, çанă тавăрса уй-хирте, заводра е ытти çĕрте вăй хунă, вĕсемшĕн тăрăшасси _ пирĕн, районăн, предприятисемпе организацисен, ял хуçалăх ертỹçисен, пĕр сăмахпа каласан, кашни çыннăн аслă тивĕçĕ. "Ватта сума суман çын хăй те ыр курмасть", _ теççĕ чă- вашсем. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ _ Ваттисен кунĕ. Иртнĕ çулсенче ăна начар мар уявласа ирттернĕ. Кашни ялта, учрежденисемпе предприятисенче, шкулсенче пенсие тухнă ватăсене чыслас ырă йăла кăçал та çухалмĕ тесе шанасшăн. Ватăсене укçа-тенкĕ ытлашши илĕртмест, сума сунине пысăка хурса йышăнаççĕ вĕсем. Çавăнпа та ватăсемпе кăмăллăрах пулар, пултарайнă таран пулăшар. Çак кун райпо парикмахерскийĕнче ватă çынсене тỹлевсĕр çỹç касаççĕ. Клубсенче ватăсене концерт, кино кăтартаççĕ. Çавăн пекех юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче ватă çынсене вăхăтлăх пурăнмалли уйрăм уçăлать. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр. Предприяти, организаци, уйрăм предпринимательсем айккинче юлмаççĕ тесе шансах тăратпăр. Ватăсене çак уяв ячĕпе саламласа ырă та канлĕ ватлăх сунатпăр. Сывлăхăр çирĕп пултăр.



"Елчĕк Ен"
29 сентября 2004
00:00
Поделиться