Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Нимĕç пăрçи _ усăллă культура

        Нимĕç пăрçине акса туса илни, чăннипех, усăллă пулнине кăçал "Прогресс" тата "Комбайн" хуçалăхсен тĕслĕхĕсене курса ĕнентĕмĕр. Вĕсем ăна пурĕ 34 гектар çинче акса хăварнăччĕ. Тĕш тырăпа танлаштарсан, унăн тухăçĕ пысăк пулчĕ, кашни гектар пуçне _ 28 центнер. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче унăн пĕр пайне вăрлăхлăх çапса тĕшĕлерĕç, ыттине выльăх апачĕ валли уйăрчĕç _ техĕмлĕ сенаж хыврĕç. Нимĕç пăрçи _ выльăх-чĕрлĕхшĕн, уйрăмах, сăвакан ĕнесемшĕн усăллă, кирлĕ апат шутланать. Унта белоксен хисепĕ нумай. Çавна май нимĕç пăрçинчен хатĕрленĕ сенажа выльăхсен рационĕнче куллен усă курсан, сăвăм, унпа пĕрлех, сĕтри çу хисепĕ те палăрмаллах ỹсет. Малашне те "Прогресс", "Комбайн" хуçалăхсенче сăвакан ĕнесенчен ытлăн-çитлĕн пахалăхлă продукци туса илме пултарнинчен тĕлĕнме кирлĕ пулмĕ. Асăннă хуçалăхсен пуçарăвне ырламалли çеç юлать. Çитес çул районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче те хальлĕхе пирĕншĕн çĕнĕ çак культурăна акасси, унпа тухăçлă усă курасси пирки шухăшласа пăхмалăх пур.



"Елчĕк Ен"
22 сентября 2004
00:00
Поделиться