Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр улми кăларатпăр

     Уяр çанталăкпа усă курса иртнĕ кунсенче 15 гектар лаптăкри çĕр улмие кăлартăмăр. Ку чухне пĕтĕм ĕçе шкул ачисем çине шантăмăр тесен те йăнăш пулмĕ. Яманчỹрел тата Шăмалак шкулĕсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем 4 кун "иккĕмĕш çăкăр" уйĕнчен кĕме пĕлмесĕр тимлерĕç. Александр Матвеев механизатор, иртнĕ çулсенчи пекех, копалкăна тухăçлă ĕçлеттерчĕ. Хатĕр продукцие хальлĕхе хранилищĕсене вырнаçтарнă. Кунтах ăна вăрлăх валли суйлаççĕ, ытлашшине сутма пулĕ.



"Елчĕк Ен"
14 сентября 2004
00:00
Поделиться