Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче - шкул ачисен эстафети
Район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕ тата физкультурăпа спорт, халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе ĕçлекен пай ача сачĕсен, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен, вăтам шкулсен ушкăнĕсенче Раççей тава тивĕçлĕ тренерăн Н.И.Анисимовăн призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвне ирттереççĕ.
Эстафета ăмăртăвĕ авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕкре 11 сехетре пуçланать. Эстафета трасси тĕп лапамран пуçласа Иванов, Советская урамĕсем, тĕп стадионпа "Прогресс" ЗАОн автопаркĕ хыçĕнчи çулпа, унтан Октябрь урамĕпе иртсе каялла тĕп лапама çитет. Кашни атлетăн 480 метр чупмалла. 9 çул вĕренмелли шкулсенчи 3 хĕр ачапа 3 арçын ача 480-шар метр чупса эстафета патаккине пĕр-пĕрне параççĕ. Вăтам шкулсен командисенче 5-шар каччăпа хĕр.
Ача сачĕсене çỹрекен 2 хĕр ача 40 метра, 2 арçын ача 60 метра чупаççĕ. Ушкăнсенче мала тухнă виçĕ командăна куçса çỹрекен призсем, спорт инвентарĕсем парса чыс тăваççĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă командăсене те парнесем кĕтеççĕ. Спонсорсене пулăшма чĕнетпĕр.