Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРИС служба пĕлтерет

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13809 гектар (99 процент) вырнă, 13613 гектарне, пурĕ 214050 центнер, çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 15,7 центнерпа танлашать. 11164 гектар (çапса тĕшĕленин 82 проценчĕ) çинчи улăма пухса хушăксене хывнă. 3580 тонна (кирлин 80 проценчĕ) вăрлăх хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене акма 3320 гектар (84 процент) çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене 2193 гектар (55 процент) акса хăварнă. "Дружба", "Надежда", "Звезда", "Искра", "Знамя", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсем кĕр тыррисем вуçех акман. 4940 гектар (24 процент) кĕрхи çĕртме сухи тунă. Кĕрхи суха ĕçĕсене "Комбайн" хуçалăхра - 97, "Рассвет" хуçалăхра - 60, "Прогресс" хуçалăхра - 57 процент пурнăçланă. "Дружба", "Надежда", "Звезда", "Була", "Знамя", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсем кĕрхи çĕртме тума пикенмен те. 629 гектар (75 процент) кукуруза вырнă. Çĕр улми авăрне 292 гектар (93 процент) вырнă, 122 гектарне (39 процентне) кăларнă. "Колос", "Сатурн" хуçалăхсенче çак ĕçе вĕçленĕ. Прогресс, "Сатурн", "Комбайн" хуçалăхсенче 31 гектар çинчен пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. "Прогресс", "Сатурн" хуçалăхсенче 15 гектар выльăх кăшманĕ кăларнă.



"Елчĕк Ен"
14 сентября 2004
00:00
Поделиться