Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Усала вĕренме кирлĕ мар...

     Паянхи ăрăвăн ăс-тăна çивĕчлетмелли, анлăлатмалли мел сахал мар: телевидени, компьютер, Интернет тата ытти те. Вĕренме çеç ан ỹркен. Çапах та, лайăххине, ыррине ăша хывма пулăшаççĕ-ши вĕсем. Паянхи телевиденинче, сăмахран, ачасене, çамрăксене ырра, ăса, сăпайлăхпа ăш пиллĕхе вĕрентекен кăларăмсем çук тесен те йăнăш мар пулĕ. "Сенкер экран" çине тинкернĕ май çỹçенсе каятăн: юнлă-çапăçуллă боевиксем, ăнланмалла мар ток-шоусем, киревсĕр, чĕрене çурса ямалла хыпарсем... Çаксем пĕтĕмпех ачан çирĕпленсе çитеймен ăс-тăнне (çитĕннисенне те!) сăрхăнса кĕреççĕ. Çапла вара, еплерех çитĕнĕç-ши вĕсем текен шухăш кашни ашшĕ-амăшĕн чунне ыраттарать. Чăннипе, ача-пăчашăн ятарласа хатĕрленĕ кăларăм экран çине сайра тухать.

     Хамăн ачасем çамрăк пулнă май, паян мĕнле мультфильсем кăтартаççĕ-ши тесе тăтăшах пăхатăп телевидени программине. Тĕслĕхшĕн, 1-мĕшпе "Раççей" каналĕсене илер. Иккĕшĕнче те кунне вунă е вун пилĕк минутлăх мультфильм пĕрер хут кăтартаççĕ-ха. Вĕсен хушшинче Дисней-клубăн кăларăмĕ те пур. Çапах та çак ют çĕршывра ỹкернĕ мультфильм те пĕчĕккисене лайăххине ăса хывма пулăшмастех пуль. Мĕншĕн тесен унта пĕр вĕçĕм кăшкăраççĕ, çапăçаççĕ, переççĕ. Туслăх, юрату, савăнăç, пĕрлĕх туйăмĕсем çук, ытларах чунсăрлăх, усаллăх хуçаланать. Ачасем вара çак çапăçусене хăйсен вăййисене кĕртеççĕ. Ирĕксĕрех хамăр çитĕннĕ чухнехи юмахсене, мультфильмсене аса илетĕн. Ăçта-ши вĕсем халь. Кашни япалана, пулăма укçа-тенкĕпе хакланă вăхăтра, коммерци çỹллĕ шая çĕкленнĕ тапхăрта пĕчĕккисем валли хатĕрленĕ кăларăмсем тăкак çеç кỹреççĕ-ши.

     Тĕрлĕ сериалсемпе тулса ларчĕ экран. Вĕсенче те чуна çывăххи сахалрах çав. Çемьери юратăва,телее, туслăха сăнламаççĕ - геройсем вĕçĕмсĕр вăрçăнаççĕ, пĕрне-пĕри киревсĕр сăмахсем калаççĕ, тарăхаççĕ, арăмне е упăшкине юттисемпе улăштараççĕ, вăрлаççĕ... "Нивушлĕ пĕтĕм пурнăç пăсăлса кайрĕ-ши", - тетĕн ирĕксĕрех.

     Çитĕнекен ăрăвăн чунпа-юнпа çеç мар, ỹт-пỹпе те хитре пулмалла тени çĕнĕлĕх мар. Пур енлĕ пиçĕхнĕ çын пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех. Ахальтен мар физкультурăпа спорта аталантарасси пирки юлашки вăхăтра нумай калаçатпăр. Шел пулин те, спорта халалланă кăларăмсем те сайралсах пыраççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене çутатни - сывă пурнăç йĕркипе пурăнма чĕнни-çке. Стадионсенчен паракан репортажсене вара ытларах çĕрле кăтартаççĕ. Вĕсем кăнтăрла, ачасем çывăрман вăхăтра экран çине тухсан питĕ лайăх пулĕччĕ те.

     Пĕр шутласан, телевидени кĕнекене те, хаçат-журнала та пурнăçран хĕссе кăларса пырать. "Ачасем халь сахал вулаççĕ, ытларах телевизор пăхма кăмăллаççĕ", - тенине тăтăшах илтме пулать. 

     Эппин, телевизорне сахалрах курмалла та, кĕнекине ытларах вуламалла. Паллах, илемлĕ литература произведенийĕсем ыррине ăша хывма, чун-чĕре пуянлăхне хаклама вĕрентеççĕ. Паян темиçешер каналпа паракан хăш та пĕр кăларăмсен вара тĕллевĕ пĕрре çеç - куравçăсене ямăта хапсăнма, кашни япаланах укçа-тенкĕпе хаклама, усала вĕрентме пулăшасси. Ара, телепаттăрсем те тар тăкмасăрах пуяççĕ те, эпир мĕнрен кая.

     Вĕлернине, вăрланине, пусмăрланине йăлтах сăнласа, тĕслĕхсемпе яр уççăн кăтартса пани - киревсĕр ĕç тума хистени мар-ши. "Усаллине вĕрентме кирлĕ мар, вăл хăех çулăхать", - тенĕ ваттисем.

     Çавăнпа та телевизор умĕнче кунĕ-кунĕпе куçа пĕтерсе лариччен уçă сывлăшра пулни, спортпа туслашни, илемлĕ литература вулани темрен те паха.



"Елчĕк Ен"
13 сентября 2004
00:00
Поделиться