Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРИС служби пĕлтерет.

     Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă культурисене 13275 гектар (95 процент) вырнă, 12829 гектарне (вырнин 97 проценчĕ), пурĕ 209029 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 16,3 центнер. 10493 гектар (çапса тĕшĕленин 82 проценчĕ) çинчи улăма пухса хушăксене хывнă. 3320 гектар (84 процент) кĕр тырри акма çĕр хатĕрленĕ. 2166 гектар (55 процент) кĕрхи культурăсем акнă. 4436 гектар (21 процент) кĕрхи çĕртме тунă. "Комбайн", "Рассвет", "Прогресс", "Свобода" хуçалăхсем 82-44 процент çĕртме тунă. 3528 тонна (78 процент) вăрлăх хатĕрленĕ. 531 гектар (64 процент) кукуруза вырнă. "Прогресс", "Яманчуринский", "Свобода", "Сатурн", "Рассвет", "Комбайн", "Кушкă" хуçалăхсем кукуруза вырас ĕçе вĕçленĕ. 231 гектар (74 процент) çĕр улми аврине çулнă. 58 гектар (18 процент) çĕр улми кăларнă. К.Маркс ячĕллĕ, "Комбайн" хуçалăхсенче тислĕк кăлараççĕ.



"Елчĕк Ен"
10 сентября 2004
00:00
Поделиться