Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тутлăхлă апатран - пысăк продукци

     Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма выльăх апачĕ, утăсăр пуçне, пĕлтĕрхинчен кая мар хатĕрленĕ. Анчах унăн пахалăхĕ мĕнле? Малтанхи тапхăрта тăтăш çумăр çуса тăнине пула ял хуçалăх предприятийĕсем пахалăхлă утă вуçех хатĕрлеймерĕç. Утăлăх тесе çулнă курăка траншейăсене сенажлăх хывмалла пулчĕ. Йĕпе-сапана пула малтанхи вăхăтра сенаж пахалăхĕ те лайăх пулнă теме çук.

     Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕсленĕ 1672 тонна типĕ уттăн 811 тонни пĕрремĕш, 490 тонни иккĕмĕш, 371 тонни виççĕмĕш классене тивĕçнĕ. Çак вăхăтчен пĕрремĕш класлă утă Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн (130 т.), "Родник" (120 т.), "Дружба" (100 т.), "Мир" (200 т.), "Сатурн" (91 т.), "Искра" (78 т.), "Свобода" (49 т.), "Рассвет" (42 т.) хуçалăхсен анчах пулнă. К.Маркс, "Авангард", "Звезда", "Нива", "Заря", "Урожай", "Комбайн", "Знамя", "Була", "Кушкă", "Восход" хуçалăхсем ветеринари лабораторине утта тĕрĕслеттерме илсе килмен.

     "Свобода", "Родник", "Звезда", "Заря", "Знамя" хуçалăхсемсĕр пуçне, хатĕрленĕ 17269 тонна сенажа тĕрĕсленĕ. Пĕрремĕш класлă сĕтеклĕ апат ытларах - пурĕ 7441 центнер. "Труд", "Нива", "Прогресс" хуçалăхсенче хатĕрленĕ сенаж пĕтĕмпех чи пысăк пахалăхлă пулнă. "Труд" хуçалăхра çак вăхăтчен 1588 тонна пĕрремĕш класлă сенаж массине траншейăсене хывнă.

     Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Ытти ĕçсем те нумай пулнине пăхмасăр, уяр çанталăкпа усă курса пахалăхлă выльăх апачĕ çеç хатĕрлесчĕ. Мĕншĕн тесен апат мĕн чухлĕ тутлăхлă - продукцийĕ те çавăн чухлĕ пахалăхлăрах, пысăкрах пулĕ.



"Елчĕк Ен"
08 сентября 2004
00:00
Поделиться