Палăртнине пурнăçлассишĕн тата тăрăшарах ĕçлемелле
Район администрацийĕнче ирттернĕ канашлура Н.П.Миллин чи малтан "Канашмежрайгаз" ОООн Елчĕкри филиалĕн ертỹçине А.М.Львовăна сăмах пачĕ. Вăл районта газификаци ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 2564 киле "кăвак çулăм" кĕртнĕ. План вара 2004 çула 3000 кил. Район администрацийĕн пуçлăхĕн шучĕпе çак ĕçе утă, çурла уйăхĕсенче пурнăçлама май пулнă. Ку енĕпе кашни ял администрацине икĕ уйăхра пурнăçламалли ĕçсен калăпăшне çитернĕ. Юлашки икĕ уйăх планĕсене Сăрьел, Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа ял администрацийĕсем тултарнă. Анчах çак вĕсем пур енĕпе те лайăх ĕçленине пĕлтермест-ха. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисенче газификаци ĕçĕ кăçал анчах пуçланнă, тĕп ĕçсене юлашки вăхăтра пурнăçланă.
Район çурла уйăхĕнче çеç 960 киле çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Н.Миллин палăртнă тăрăх, ĕçлеме пултаратпăр иккен. Ун шучĕпе çулталăк вĕçлениччен плана (3000 кил) тултарма кăна мар, унтан ирттерсе тата 500 киле çут çанталăк газĕ кĕртме май пур. Анчах ял администрацийĕсен ертỹçисем ял халăхĕн укçа-тенкĕ çитменни пысăк чăрмав кỹнине палăртрĕç. Канашлура вĕсем ялсене газ кĕртес ĕç мĕнле пыни çинчен отчет туса пачĕç. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен отчетне итленĕ май, плана пурнăçламалли юлашки сроксене палăртрĕç. Ĕç калăпăшне кура вăл кашнийĕн тĕрлĕрен. Анчах Н.Миллин сивĕтиччен - юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен газ кĕртме пуçăннă хуçалăхсенче ĕçсене вĕçлеме хушрĕ.
Халăхран пуçтарнă укçана каялла тавăрса парасси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕç. Район ертỹçи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр ял администрацийĕн пуçлăхĕсене парăмсене татма хушрĕ.
Район администрацийĕн строительство, коммуналлă хуçалăх, газ кĕртес енĕпе ĕçлекен пай ертỹçи И.В.Кузнецов халиччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Çут çанталăк газĕпе усă курассинче йĕркене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ. Унччен çĕр ĕçĕсем пынă чухне çыхăну работникĕсенчен çеç ирĕк илнĕ, малашне "Канашмежрайгаз" ОООн Елчĕкри филиалĕ ирĕк памасăр трасса çывăхĕнче тракторпа та, алăпа та чавма юрамасть. Унсăрăн инкек пулма пултарать. Таяпа Энтринчи пĕр хуçалăх шыв кĕртмешкĕн траншея чавнă чухне газ пăрăхне 8 тĕлтен шăтарнă, çакăн çинчен пĕлтермен. Газ яма тытăнсан унăн пусăмĕ пĕр пек тăманни палăрнă. Нумайччен шыранă хыççăн çеç вырăнне тупнă. Н.П.Миллин çакăн пек тĕслĕхсем малашне те пулсан айăплисенчен суд урлă тăкаксене саплаштармаллине палăртса каларĕ.
Паянхи кун тĕлне районĕпе 4808 хуçалăхра "кăвак çулăм" çунать. Анчах шĕвĕ газпа усă куракансем те чылай-ха. Унпа тивĕçтерме малалла питĕ йывăр пулать. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра автомашинăсене ытларах шĕвĕ газпа заправка тăвасси ỹссе пырать. Пирĕн республикăна шĕвĕ газпа тивĕçтерекен завод вара юсава хупăннă.
Канашлура çавăн пекех ял хуçалăх производство кооперативĕсенче вырма ĕçĕсем мĕнле пыни çинче те чарăнса тăчĕç.