Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРИС служба пĕлтерет

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырă культурисене 12905 гектар (93 процент) вырнă, 12475 гектарне (вырнин 97 проценчĕ), пурĕ 206084 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 16,5 центнер. "Авангард", "Дружба", "Надежда", Андреев ячĕллĕ, "Звезда" хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем йывăрпа пыраççĕ. 10118 гектар (çапса тĕшĕленин 81 проценчĕ) çинчи улăма пухса хушăксене хывнă. 3185 тонна (71 процент) вăрлăх хатĕрленĕ. "Комбайн" хуçалăхра 19 гектар, пурĕ 462 центнер нимĕç пăрçи çапса илнĕ. Кĕрхи культурăсем акма 3290 (83 процент) çĕр хатĕрленĕ. 2026 гектар (51 процент) кĕрхи культурăсем акнă. 3758 гектар (18 процент) кĕрхи çĕртме тунă. "Дружба", "Надежда", "Звезда", "Була", "Марс", "Знамя", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсенче пĕр гектар та суха туман. 450 гектар (54 процент) кукуруза вырнă. 199 гектар (64 процент) çĕр улми аври çулнă. "Колос", "Сатурн", "Заря", "Комбайн" хуçалăхсенче 14 гектар çĕр улми кăларнă.



"Елчĕк Ен"
08 сентября 2004
00:00
Поделиться