Пĕрремĕш урок - сывлăх урокĕ
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çĕнĕ вĕренỹ çулне çĕнĕ кăмăл-туйăмпа, çĕнĕ хавхаланупа кĕтсе илчĕ. Чечек ытамне илнĕ шкула сывă пурнăç йĕркине, спорта халалланă плакатсемпе транспорантсем капăрлатаççĕ. Шкул çурчĕ çине çырăннă "Пĕлỹ, сывлăх, культура" çĕнĕ вывеска та шкул çĕнĕ çул-йĕр çине тăнине çирĕплетет. "Эпĕ сывă пурнăç йĕркине суйласа илетĕп" темăпа йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ А.Данилов уçрĕ. Пурне те пĕлỹ кунĕпе саламланă май сывă пурнăç йĕрки малашне кулленхи пулăм пулмаллине палăртрĕ, пурне те спортпа туслашма чĕнчĕ. Шкулта спорта аталантарма çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕр шыраççĕ. Пĕлỹ кунĕ умĕн кăна, акă, шкула 380 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ илсе килнĕ.
Аслă классенче вĕренекенсем "Физкульт ура" юрă шăрантараççĕ.
Уявăн тĕп хăни - район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пурне те пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунать. Вăл спорта аталантарас тĕллевпе малашне пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачисенчен чылайăшĕ уй-хирте, ытти тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Акционерсен "Прогресс" хупă обществин председателĕ М.Разумов уяв ячĕпе пурне те саламласа хуçалăха пулăшнă 22 ачана укçан преми парса хавхалантарчĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшнă пĕр ача та парнене тивĕçрĕ. Елчĕкри кирпĕч завочĕн директорĕ Л.Ласточкина уяв саламĕпе пĕрлех заводра ĕçленĕ ачасене парнесем парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех завод шкула 7 пин тенкĕлĕх пулăшу панине пĕлтерчĕ.
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн пĕрремĕш класне кăçал 43 ача килчĕ. Вĕсем паянтан шкулти спорт çемйине хутшăнчĕç. Пĕрремĕшсем малтан сăвă йĕркисем шăрантарчĕç, 11-мĕшсем вара кĕçĕн юлташĕсене йăлана пăсмасăр пĕчĕк парнесем валеçрĕç. Пĕрремĕшсен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе уява пуçтарăннисене Р.Шакова саламларĕ.
Пĕтĕм шкул коллективĕ физкульт зарядка тăвать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи пĕрремĕш сывлăх урокĕ. Малашне кашни кун шăпах çак урокран пуçланĕ.
Сывлăх гимнĕ янăрать. Шкулти спортсменсем - волейболистсемпе футболистсем, гимнастсемпе кĕрешỹçĕсем, каратистсем спорт композицийĕ кăтартаççĕ. "Спорт", "Чăваш Ен", "Çамрăксем" ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав янăрать. Ăна 11-мĕш педкласра вĕренекен Д.Александровпа кăçал пуçласа парта хушшине ларнă А.Кудряшова шăнкăртаттараççĕ. Пурте пĕрремĕш урока - сывă пурнăç йĕркине халалланă урока кĕреççĕ.
Пĕрремĕшсен вăл хăйне майлă интереслĕ, усăллă иртрĕ. Ачасене вĕрентес ĕçре пысăк опыт пухнă З.Иванова 1"б" классене сывлăхра кăна пурнăç пĕлтерĕшĕ, илемĕ пулнине ăнлантарчĕ.
Пуçласа алă çĕклесе, ура çине тăрса хурав паракан ачасем те сывлăхлă пулас тесен вылямалла, чупмалла, сикмелле, лайăх вĕренмелле иккенне лайăх пĕлеççĕ. Вĕсене уяв ячĕпе саламлама килнĕ Буратино тусĕ те малашне кунсерен физкульт минуткăна чĕнĕ.
Пурнăçри пĕрремĕш урок сывлăхлă пулма йыхравлать. Пуçласа тунă сывă утăм вара пулас ăрура çутă шанчăк çуратать.